24 февраля 2015 г.
Кĕçĕн Тăван ялĕнче Çăварни уявĕ иртрĕ. Чăннипех те çуркуннехи пек илемлĕ кун пулчĕ иртнĕ вырсарникун. Кĕçĕн Тăван ялĕнче унти хастар çынсем тăрăшнипе Çăварни уявне анлăн паллă турĕç. Ялти Хĕрарăмсен канашĕ, «Тăванлăх» ушкăна çÿрекенсем çĕкленĕ шухăша Иванов В. А., Тарасов Р. А. спонсорсем хаваспах йышăнчĕç. Уява ирттермелли лапама уçса хатĕрленĕ çĕрте Андреев С. А., Григорьев А. А., Кузьмин И. И. пысăк пулăшу кÿчĕç. Ялти арçынсем, çамрăксем мотоблоксем çине тĕрлĕ кÿлепесем вырнаçтарса илемлетрĕç. Ку ĕçре Рыбаков Сергей, Васильев Дима, Яжиков Дима, Сергеев Владимир тата Владимиров Вениамин хастарлăх кăтартрĕç. Ялти пĕртен-пĕр лаша тытакан Яжиков Валерий С. та аякра тăрса юлмарĕ – урхамахне илемлетсе тухса ял халăхне, ача-пăчана
...
Читать дальше »