24 февраля 2015 г.
Кĕçĕн Тăван ялĕнче Çăварни уявĕ иртрĕ. Чăннипех те çуркуннехи пек илемлĕ кун пулчĕ иртнĕ вырсарникун. Кĕçĕн Тăван ялĕнче унти хастар çынсем тăрăшнипе Çăварни уявне анлăн паллă турĕç. Ялти Хĕрарăмсен канашĕ, «Тăванлăх» ушкăна çÿрекенсем çĕкленĕ шухăша Иванов В. А., Тарасов Р. А. спонсорсем хаваспах йышăнчĕç. Уява ирттермелли лапама уçса хатĕрленĕ çĕрте Андреев С. А., Григорьев А. А., Кузьмин И. И. пысăк пулăшу кÿчĕç. Ялти арçынсем, çамрăксем мотоблоксем çине тĕрлĕ кÿлепесем вырнаçтарса илемлетрĕç. Ку ĕçре Рыбаков Сергей, Васильев Дима, Яжиков Дима, Сергеев Владимир тата Владимиров Вениамин хастарлăх кăтартрĕç. Ялти пĕртен-пĕр лаша тытакан Яжиков Валерий С. та аякра тăрса юлмарĕ – урхамахне илемлетсе тухса ял халăхне, ача-пăчана урамсем тăрăх ярăнтарса савăнтарчĕ. Гаврилов И. Г. тимленипе çамрăксем футбол вылярĕç, халăх вăййисене те уява пухăннисем активлă хутшăнчĕç. Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Васильев А. Н., унăн çумĕ Григорьева Р. А. çак маттур çынсене, çавăн пекех вĕри чейпе икерчĕ çитерекенсене, ытти пуçаруллă хĕрарăмсемпе çамрăксене парнесемпе чысларĕç, уява хăйсем хутшăннипе пысăк сум кĕртрĕç. Гордеева Н. О. предпринимателĕн ĕçченĕсем шашлыкпа, тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Райпо тытăмĕнче тăрăшакансем те уява пухăннисене хăйсен таварĕпе тивĕçтерчĕç. Ялти «Тăванлăх» фольклор ушкăнĕ хăйĕн илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕ. Çак Çăварни уявĕнче Дарья Андреева çырнă сăвă йĕркисем мăнаçлăн янăрарĕç:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр теççĕ
Пирĕн Чăваш çĕрĕнче ялан.
Çав сăмахсем ĕмĕр тÿрре килччĕр,
Чечеклентĕр савнă ялăм ман.
Нихăçан ан пĕттĕр тăван ялăм,
Пултăр ун малашлăх яланах.
Ачи-пăчи пултăр мухтанмалăх,
Урамĕсем пулччăр вăрăмрах.
Çирĕппĕн сывлать-ха савнă ялăм –
Пурăнать Кĕçĕн Тăван!
Çакăн пек хастар çынсем пулсассăн,
Нихăçан та пĕтмĕ тăван ял.
В. Силивестрова
|